Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче ҫамрӑксен уявне ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме унти яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хастар хутшӑннӑ.
Вӗсемех уяв вырӑнне ҫулса тирпейленӗ, сценӑна сӑрланӑ, музыка аппаратурине, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтарнӑ.
Мероприятире пӗчӗк ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах савӑнма пултарнӑ. Вырӑнти тӳре-шара та унта пырса ҫитнӗ. Маларах вара лотерея та выляттарнӑ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ, Шупашкартан клоунсене чӗнсе илнӗ. Темиҫе теҫетке ҫул каяллахи юрӑсене янӑратнӑ май ташлаканӗ ташланӑ, пӑхса тӑраканӗ пӑхса тӑнӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г.Г.Голубева пӗлтернӗ тӑрӑх, спонсорсемсӗр иртмен ку уяв. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене уйрӑмах тав тунине пӗлтерет.