Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: «Кӑкшӑм пучахӗ» халӑх патне ҫитрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 29.07.2016 14:28 | 1701 хут пӑхнӑ
Персона

«Ҫӗнӗ вӑхӑт» кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче Вячеслав Александровпа Галина Зотова хатӗрленӗ «Кукшумский колос» (чӑв. Кӑкшӑм пучахӗ) ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Ӑна Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ. Кӗнеке тиражӗ 200 экземпляр. Кӗнекери статьясем вырӑсла тата чӑвашла. Вячеслав Александрович Александров (1929–2005) ӗмӗр тӑршшӗпех агроном, унтан колхоз ертӳҫи пулса ӗҫлесе чылай награда илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Чӑваш АССРӗн тата РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ агрономӗ Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхоз историне тӗпченӗ, кӗнеке кӑларма ӗмӗтленнӗ. Чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнипе кӗнекене кун ҫути кӑтартайман.

2015 ҫулта Галина Зотова унӑн алҫырӑвӗсен пӗр пайне тупнӑ, кӗнекене кун ҫути кӑтартма шут тытнӑ. Кӗнеке 8 сыпӑкран тӑрать. Пӗр сыпӑкӗ «Краткая энциклопедия Кукшумского поселения» (чӑв. Кӑкшӑм тӑрӑхӗн кӗске экциклопедийӗ), кунта ҫак тӑрӑхра пурӑннӑ 500 ҫын ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӑкшӑм тӑрӑхӗнче паллӑ ҫынсем чылай: Леонид Агаков, Моисей Федоров ҫыравҫӑсем, Зоя Лисицина юрӑҫ, Олимпиада Агакова артистка, Всеволод Агаков, Николай Федоров профессорсем, Яков Евграфов ҫӗр айӗнче ҫӳрекен карапсем ӑсталакан инженер-конструктор, Арсений Изоркин историк, паллӑ ҫӗр ӗҫченӗсем...

Вулакансем ҫавӑн пекех Кӑкшӑм ял историйӗпе, кунти паллӑ вырӑнсемпе паллашма пултараҫҫӗ.

#кӗнекесем, #Етӗрне районӗ, #Кӑкшӑм, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем