Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм тӑванне вӑрттӑн пытарнӑ та уншӑн пенси илсе пурӑннӑ. Шупашкарта пурӑнаканскер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2013 ҫулта ҫак хӗрарӑм тӑванӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Лешӗ 1922 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн вара ҫакӑ паллӑ: ватӑ хӗрарӑм ниҫта та ҫухалман, вӑл 2004 ҫултах вилнӗ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хӗрарӑм тата унӑн тӑванӗн хӗрӗ кинемее вӑрттӑн пытарнӑ, кун пирки патшалӑх органне пӗлтермен.
Ҫапла уншӑн вӗсем темиҫе ҫул пенси илсе пурӑннӑ. Пӗтӗмпе — 1 миллион тенке яхӑн. Унтан хваттерне приватизацилеме шухӑшланӑ. Кун валли вара тӑванӗ хыпарсӑр ҫухални пирки официаллӑ майпа ҫирӗплетни кирлӗ пулнӑ.
Халӗ ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.