Тракторист чукун ҫул урлӑ каҫса ӗлкӗрӗп тенӗ пулмалла — пуйӑс иртсе каясса кӗтмен. Анчах каҫса ӗлкӗреймен вӑл — прицеп ҫаклатнӑскере тавар пуйӑсӗ пырса тӑрӑннӑ.
Ку утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет ҫурӑра «Шупашкар – Канаш» перегонра пулнӑ. Пуйӑс ҫывхарнӑ май чукун ҫул урлӑ каҫма юраманни пирки асӑрхаттаракан сигнал ӗҫлесе кайнӑ. Анчах 48 ҫулти водителе ку чарман — малаллах пынӑ вӑл.
Пуйӑс тӑрӑнсан трактор тӳнсе кайнӑ. Водитель кабинӑра хӑй тӗллӗн тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Ӑна кӑштахран килте тупнӑ. Аварие пула пуйӑссене 24 минутлӑха тытса чарнӑ.