ЧР Министрсен Кабинечӗ тата карап строительствин пӗрлештернӗ корпорацийӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри савутсем ҫар тата граждан карапӗсем валли хатӗр-хӗтӗр кӑларӗҫ.
Килӗшӗве 2 миллиард тенкӗлӗх тума палӑртнӑ. Корпорацин тӗп партнерӗсем Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ, ВНИИР-Прогресс тата Шупашкарти электроаппарат савучӗ пулӗҫ.
Предприятисем электротехника хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтерӗҫ. Палӑртмалла: Чӑваш Енри предприятисем пысӑк карапсене хатӗр-хӗтӗрпе унччен те тивӗҫтернӗ. Тӗслӗхрен, пӑр катакан ЛК-60 карап валли электродвижени тытӑмӗ кӑларнӑ.