Иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене пирӗн ҫӗршывра амӑш укҫи панине пӗлетпӗр-ха. Вӑл тупрана ӑҫта-ӑҫта ярассине пӗчӗкшерӗн анлӑлатсах пыраҫҫӗ. Маларах ҫурт-йӗр туянма е тума, шкул пӗтерсен ачасене вӗрентме е пулас пенси валли хурса хӑварма кӑна юратчӗ пулсан халӗ ҫурт-йӗре юсама та тытма юрать.
Ҫывӑх вӑхӑтра амӑш укҫине газ плити, газ колонки, газ счетчикӗ илме те тӑкаклама ирӗк парас шанчӑк пур.
Амӑш укҫине пӳрте газ кӗртнӗ чух тытма юракан сӗнӳпе Иваново облаҫӗнчи депутатсем мускавсем патне тухнӑ.
Иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачана ҫуратсан паракан "кӗмӗле" ҫурт-йӗре юсанӑ чухне тӑкаклама юранине маларах каларӑмӑр-ха. Анчах уйрӑм ҫурта газификацилени ҫав шута кӗменнине кура амӑш укҫине вӑл тӗллевпе хальлӗхе усӑ курма май ҫук.