ЛДПР партин агитпуйӑсӗ Раҫҫей тӑрӑх ҫӳренӗ май ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ене те ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пуйӑс Канашра, Вӑрмарта, Вӑрнарта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳре, Шупашкарта чарӑннӑ.
Канашра либерал-демократсене кӗтсе илме хӑйӗнпе «Майкл Гудман Хасазанов» тесе паллаштаракан ҫын та тухнӑ. Ҫавскер визит хутне те пӗрле илнӗ. Хӑйне тата визит хутне «Майкл Гудман» журналистсенчен пӗрне, Александр Иванова, ӳкерсе илмех ыйтнӑ.
Журналиста ҫав этем хӑйӗн пирки Совет Союзӗн Паттӑрӗ тата чернобылец тесе каланисӗр пуҫне «миллиардер» тата «испани юнӗллӗ граф» тесе паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне хайхи либерал-демократсенчен Канашра чи асли тесе ӗнентерме пӑхнӑ.
Пуйӑспа ларса килнӗ либерал-демократсенчен пӗри, Шупашкарти Депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ Константин Степанов вара «испани графӗ» пирки «либерал-демократсене майлӑ ҫын» тесе кӑна пӗлтернӗ, миллардер, АПШри темле «Ҫемье канашӗн» президенчӗ пирки ним те шарламан.