«Первомайски ял вулавӑшӗнче иккӗн вӗсем: Тихоновӑпа Степанова. Ӗҫӗ те ҫавӑнпа курӑмлӑ. Календарьпе килекен уявсенче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсене ачасене те, аслисене те, ваттисене те явӑҫтараҫҫӗ», — тесе хыпарлать Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат.
Ӳсӗм ҫулне кура кашнине вулавӑша уттармалли майсем тупаҫҫӗ тесе ҫырнӑ унта. Саккӑрмӗш теҫеткепе пыракан А. Албутова Пӳртлӗрен пулин те пӗр ҫӗнӗ кӗнекене те вуламасӑр хӑвармасть. В. Михалукова та ҫавӑн пекех иккен. Тивӗҫлӗ канури П. Дикин детективсем вулама кӑмӑллать. Вулакансен юбилейӗсене те палӑртаҫҫӗ.
— Гармонисчӗ те хамӑрӑн, артисчӗсем те хамӑр эпир, — калаҫӑва тӑсать 20 ҫул ытла вулавӑшра ӗҫлекен Татьяна Витальевна — сцена ҫинчен анмастпӑр. Ҫурхи ака-суха вӑхӑтӗнче агитбригадӑпа та ҫӳрерӗмӗр.
«Волейбол выляссине йӗркелерӗмӗр. Турнирсем пулаҫҫӗ-ҫке. Мӗншӗн пирӗн айккине юлмалла?» — тесе калать-мӗн Татьяна Владимировна.
Халӗ вулавӑш ӗҫченӗсем унта чылай вӑхӑт тӑрӑшнӑ Никитинсен династийӗ пирки хӑтлав хатӗрлеҫҫӗ.