Пирӗн ҫӗршывра ҫынсен тупӑшӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче, малтанласа шутланӑ тӑрӑх,7,1 процент чакнӑ. Ку хыпара «Парламентская газета» хаҫат Росстат пӗлтерни тӑрӑх ҫырать.
Чӑваш Енре пурӑнакансем те укҫа ӑшӗнче ишмеҫҫӗ. Чӑвашстат хайӗн информаци лентинче ҫырнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче халӑхӑн тупӑшӗ 12,5 процент чакнӑ.
Кашни ҫын уйӑхра вӑтамран тупӑш курнине шутласа пӑхнӑ та, ку сумма 16 пин 68 тенкӗ те 40 пуспа танлашнине палӑртнӑ. Кунта, паллах, темиҫе теҫетке пин тенкӗ илекен пуҫлӑхсем те, 7–8 пин тенкӗшӗн тӑрмашакансем те кӗреҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Раҫҫейри вӑтам шалу ака уйӑхӗнче 36 пин те 210 тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫынсен пурнӑҫ шайӗ чакнине ҫирӗплетекен фактсенчен пӗри — ваккӑн сутакан тавар ҫаврӑнӑшӗ чакни. Ҫӗршывра вӑл 5,2 процент сахалланнӑ.