Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шыва кӗмелли вырӑнсене палӑртнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.05.2016 19:35 | 1528 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Республикӑри яваплӑ службӑсемпе органсем ҫынсене шыв кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов каласа кӑтартнӑ.

Шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсем республикӑра 13, унсӑр пуҫне тата та 15 объект хатӗрлессине палӑртнӑ. Анчах та ку ыйтупа Улатӑрта, Йӗпреҫре, Патӑрьелӗнче, Комсомольскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Шӑмӑршӑра, Ҫӗмӗрлере, Елчӗкре, Тӑвайра ҫителӗксӗр ӗҫленине каланӑ. Пӗлтӗр шывра пулнӑ инкексен шучӗ 30-а ҫитнӗ. Кӑҫал та сарӑмсӑрлӑхсӑр май килмен. Хальлӗхе вӗсене виҫӗ тӗслӗх шута илнӗ. Республикӑри мӗнпур районпа хулара ҫак енӗпе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, кирлӗ мерӑсене вӑхӑтра йышӑнмалла.

#Тӑвай, #Елчӗк, #Ҫӗмӗрле, #Шӑмӑршӑ, #Вӑрмар, #Пӑрачкав, #Хӗрлӗ Чутай, #Комсомольски, #Патӑрьел, #Йӗпреҫ, #Улатӑр, #Инкеклӗ ӗҫсен комитечӗ, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем