Тӑвай районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ эрех ҫитменнишӗн урса кайнипе амӑшне тата сусӑр йӑмӑкне хӗнесе пӗтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫакскер юлташӗпе Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланӑ. Унпа вӗсем пӗр кӗленче шурӑ эрех тата литр ҫурӑ сӑра пушатнӑ. Анчах каччӑсене ку сахал пек туйӑннӑ. Каҫхине киле таврӑнсан амӑшӗнчен укҫа тапӑнма тытӑннӑ. Лешӗ хирӗҫленине кура 22-ри ывӑл тарӑхсах кайнӑ — амӑшне тапса пӗтернӗ. Хӗрарӑм кӑшкӑрнине кура каччӑн 14-ри сусӑр йӑмӑкӗ сиксе тухнӑ, хӗнекен пиччӗшӗпе шар куракан амӑшӗ хушшине тӑнӑ. Хӗрачана каччӑ ҫамкаран тапса панӑ. Лешӗ ҫавӑнтах айккинелле ывтӑнса кайнӑ. Кунпах лӑпланман-ха эрех ҫитменнипе алхасакан каччӑ. Йӑмӑкне хулпуҫҫинчен ярса илнӗ те йывӑҫ урайне ывӑтса янӑ. Сусӑр хӗр пӗрчӗк тӑрайманнине кура каччӑ килтен тухса тарнӑ.
Ӑнман ывӑл килтисене унччен те шар кӑтартнӑ. Амӑшне те хӗненӗ, ашшӗне те. Ӳсӗрле ҫӳренишӗн тата пуҫтахланнишӗн ӑна администартивлӑ майпа пӗрре кӑна мар айӑпланӑ.
Судра пӳтсӗр каччӑ хӑйне каҫарма ыйтнӑ-ха. Эрех ун чухлӗ ӗҫмен пулсан усалланман пулӑттӑм тесе ӑнлантарнӑ. Анчах вайпитти хӳтлӗхсӗр ҫынна хӗненине кура суд каччӑна пуҫиле майпа айӑплама йышӑннӑ, Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тесе пӗлтерчӗ.