Чӑваш Енре Шалти ӗҫсен министерствин Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн пай пуҫлӑхне Марат Абитова тытса чарнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм хӑйне такам вӑрттӑн пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. «Правӑна сыхлакан органсем ку хыпара хальлӗхе нимӗнле те комментарилемеҫҫӗ», — тенӗ паян ирпе вырнаҫтарнӑ ҫав хыпарта.
Полицейскисен пысӑк пуҫлӑхӗ пӗр усламҫӑран самай укҫа тапӑннӑ пулать.
Укҫа тапӑнакан йӗрке хуралҫине тытса чармалли ятарлӑ операцие Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ирттернӗ-мӗн.
Марат Абитов пирки маларах вӑл саккунлӑ мар вӑйӑ бизнесне ура хума операци йӗркеленӗ тесе калаҫҫӗ. Вӑл ӗҫпе Раҫҫей Геройне Евгений Борисова тата Шупашкарти полицин тӑваттӑмӗш пайӗн экс-пуҫлӑхне Игорь Иванова айӑпланӑччӗ.