Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шупашкар районӗнче пуҫиле тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 16.05.2016 09:47 | 1939 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем Ҫӗр суя хут ҫырасси патне ҫитерет
Ҫӗр суя хут ҫырасси патне ҫитерет

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗ Шупашкар районӗнчи тата тепӗр ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне чылай ҫул ертсе пынӑ ҫын тӗлӗшпе. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Тӗпчевҫӗсен шучӗпе экс-пуҫлӑх 2010 ҫулта ҫӗр лаптӑкӗпе ҫыхӑннӑ суя хут хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн вӑл Вӑрманкассинчи 0,15 гектара хӑйӗн ял ҫыннине уйрӑм хушма хуҫалӑх тытма уйӑрса панӑ. Лешӗ кайран лаптӑка сутса янӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015–2016 ҫулсенче асӑннӑ районта ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ тата пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ темиҫе ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Ку шутра Лапсар, Сарапакасси, Кӑшавӑш, Атайкасси ял тӑрӑхӗсене асӑннӑ.

#ҫӗр ыйтӑвӗ, #Кӑшавӑш, #Шупашкар районӗ, #Следстви комитечӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, #Атайкасси, #Сарапакасси, #Лапсар ял тӑрӑхӗ, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем