Мускавра пирӗн тӑрӑхри ҫынсем тар тӑкнипе пӗрлех харсӑрланнипе те (хальхинче те ку сӑмаха паттӑрлӑх сӗмӗпе усӑ курма май килмест) палӑраҫҫӗ. Маларах Чӑвашри арҫын Мускаври хӗрарӑма вӑрланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата тепри усал шухӑшпа палӑрнӑ.
Ӗнер каҫхи тӑхӑр сехет тӗлӗсенче Сокольник районӗнчи шалти ӗҫсен пайне бензин ҫаратни пирки пӗлтернӗ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ урапапа заправкӑна каҫхи ултӑ сехетре пынӑ арҫын бака бензин янӑ та укҫа тӳлемесӗрех вӗҫтернӗ. Ӑна ҫӗркаҫах, тепрер сехетрен, тытса чарнӑ.
Безнин заправкинчен укҫа тӳлемесӗр тарнӑ этем Чӑваш Енри 35 ҫулти арҫын пулнӑ. Ун тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, таҫта тухса кайма юрамасси пирки асӑрхаттарса хут ҫырнӑ.