Ӗҫ укҫине официаллӑ майпа тӳлеменни начаррине пӗлтернине юлашки вӑхӑтра Шупашкарти троллейбуссенче те илтме тивет. Социаллӑ ҫав рекламӑра пенсисӗр юлассипе хӑратаҫҫӗ-ха. Тепӗр тесен, пенсисӗр пачах пӗрех тӑратса хӑвармаҫҫӗ-ха. Анчах вӑл пӗчӗк пулассине тӗшмӗртме йывӑр мар ӗнтӗ.
Ӗҫ укҫине «конвертра» тӳлекенсене прокуратура та тӗрӗслесе тӑрать тесе пӗлтерет Зелфинас Карама прокурор. Шупашкар районӗнчи ҫак надзор органӗ, акӑ, «ТрубопроводГазСтрой» обществӑра ӗҫ саккунне пӑснине палӑртнӑ. Унта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑрӑшнӑ виҫӗ ҫынпа хут ҫырса аппаланман: илни пирки приказ та кӑларман, ӗҫ килӗшӗвӗ те туман.
Ӗҫ саккунне пӑснӑ предприяти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.