Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков хальччен йышӑннӑ пукана пӑрахнине эпир ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун пек пуласса сити-менеджер хӑй те кӗтмен пулать. Чӑн та, Ҫӗнӗ Шупашкарта тухса тӑракан «Грани» хаҫатра унччен темиҫе кун маларах Олег Бирюковпа «хӗрӳ лини» ирттерме палӑртса хунӑччӗ, ун пирки журналистсем анонсласа та ӗлкӗрнӗччӗ.
Спутник-хулари депутатсем хӑйсен лаврӑвӗнче сити-менеждер вӑхӑт ҫитичченех ӗҫе пӑрахас ыйтӑва пӑхса тухнӑ май ун вырӑнне кама шанассине те сӳтсе явнӑ. Тивӗҫе вӑхӑтлӑх Ольга Чепрасова пурнӑҫлӗ. Вӑл унччен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика тата финанс енӗпе тӑрӑшакан заместитель должноҫне йышӑннӑ.