Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗхӗн правленийӗ тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем тӑрӑшнипе «Нестер Янкас пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Кӗнекене поэтӑн сӑввисемпе поэмисем, тӗрлӗ авторӑнне вырӑс чӗлхинчен чӑвашла куҫарнӑ сӑввисем, Нестер Янкас эпиграммисем, поэтӑн кӗвве хывнӑ сӑввисем, прозӑпа ҫырнӑ калавӗсем, пубицистика статйисем, ҫырӑвӗсем кӗнӗ. Кунтах чӑваш поэчӗсемпе шкул ачисем Нестер Янкаса халалланӑ сӑвӑсем, поэт пурнӑҫӗпе пултарулӑхне хакланӑ тата тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясем вырӑн тупнӑ. Кӗнекере Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен те тӗплӗн ҫутатнӑ. Нестер Янкас ячӗллӗ Премине тивӗҫнӗ пултарулӑх ҫыннисемпе коллективсен пӗтӗмӗшле ятлӑхне те панӑ.
Нестер Янкас еткерлӗхне пухас тӗлӗшпе тата кӗнекене пичете кӑларас тӗллевпе анлӑ редколлеги ӗҫленӗ. Вӗсем хушшинче ҫак юлташсен ячӗсене курма пулать: Алексеев О.А. (Ӑсан Уҫӑпӗ), Ефимов Г.Л. (Тусли), Ершов Н.Г. (Янкер), Кириллов А.Г., (поэт тӑванӗ), Кириллов Г.К. (поэт шӑллӗ), Львов А.Н. ("Трак ен" ентешлӗх ертӳҫи), Михайлов В.М. (Аксар Чунтупай), Никифорова В.В., Сементер Ю.С. (Чӑваш халӑх поэчӗ), Юмарт Г.Ф. (поэт, литература тӗпчевҫи), Яковлев А.В. (журналист). Материалсене пухса йӗркелекенӗ - Алексеев О.А., умсӑмахне ҫыраканӗ — Сементер Ю.С. Кӗнеке чӑвашсен паллӑ поэчӗн ырӑ ятне тата унӑн еткерлӗхне халӑх патне ҫитерес тӗллевпе тунӑ пысӑк ӗҫ пулчӗ. Тавах уншӑн ҫак пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ҫынсене. Тӑван халӑх вӗсене манмӗ.
Кӗнекене 500 экземплярпа «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире хытӑ хуплашкапа пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнекере пурӗ 492 страница.