Улатӑрта чи лайӑх почтальонсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать «Лучший начальник отделения почтовой связи 2016 года» (чӑв. Пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн 2016 ҫулхи чи лайӑх пуҫлӑхӗ) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне, вӑл республика шайӗпе иртнӗ, тишкернӗ май.
Чи лайӑххи пулса тӑрассишӗн 17 пуҫлӑх тупӑшнӑ. Тӳресем вӗсен теори пӗлӗвне кӑна мар, кулленхи ӗҫе епле йӗркеленине те хакланӑ. Юлашкинчен каланине коллектива ертсе пыни те кӗрет.
Чӑваш Ен шайӗпе чи лайӑххи Улатӑрти 429820 уйрӑма ертсе пыракан Елена Абрамова пулса тухнӑ. Ҫитес уйӑхра вӑл Перме тухса кайӗ, унта макрорегион шайӗнче республикӑна хӳтӗлӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти 429958 уйрӑм пуҫлӑхӗ Валентина Никифорова тухнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче каллех Улатӑр почтальонӗ — унти 429824 уйрӑмри Оксана Доронькина.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Раҫҫейри ҫыхӑну ӗҫченӗсен профсоюзӗн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Вера Галкина дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.