Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Туслӑх хӗлхемӗ» сӳнмест

Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
ninelleo 15.04.2016 11:31 | 1044 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Фестивале хутшӑнакансем
Фестивале хутшӑнакансем

2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче регионсен «Туслӑх хӗлхемӗ» наци культури фестивалӗн вӗҫлекен тапхӑрӗ иртрӗ. Фестиваль программинче чӑваш тата вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурс тата ӳнер ӑсталӑхӗн «Шевле-2016» конкурсӗ пулчӗ.

Наци фестивалне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать: район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 57 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

«Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурса хутшӑнакансем пилӗк станци витӗр тухрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасем пултарулӑхӗпе тупӑшрӗҫ: юрӑ юрларӗҫ, ташӑ ташларӗҫ, харпӑр хӑй сӑввисене вуларӗҫ. Жюри фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗ.

Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсенчен 1-мӗш вырӑна Етӗрне районӗн Тури Ачак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Яковлева Наталья тухрӗ. Елӗк районӗн Вутлан тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Афанасьева Александра, Хӗрлӗ Чутай районӗн Питӗркасси вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Огонькова Анжелика, Канаш районӗн Шелттем тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Матвеева Марина, Куславкка районӗн Елчӗк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Мартьянова Надежда, Комсомольски районӗн Шурут вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Голубева Алиса призер ятне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Вырӑс программипе ӗҫлекен шкулсенчен 1-мӗш вырӑна Ҫӗрпӳ хулин М.В. Силантьев ячӗллӗ 1-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Вершкова Юлия йышӑнчӗ. Вӑрнар поселӑкӗн 2-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗ Ермошкина Анастасия, Канаш районӗн М.Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Шӑхасан вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Кириллова Юлия, Канаш хулин 3-мӗш шкулӗн вӗренекенӗ Яковлева Полина, Комсомольски поселокӗн 2-мӗш шкулӗнче вӗренекен Чернова Александра, Тутар Республикин Анат Кама хулин 34-мӗш интернат гимназийӗн вӗренекенӗ Никитина Кристина призера тухрӗҫ.

Вӗренӳ институчӗн ректорӗ С.М. Савин фестивале хутшӑннӑ ачасене тата вӗсен вӗрентекенӗсене тав сӑмахӗ каларӗ, малашлӑхра ӑнӑҫу сунчӗ. «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль пуриншӗн те чӑннипех уяв пулчӗ, вӗренӳре те пултарулӑхра та шанӑҫ паракан ачасем пуррине кӑтартрӗ.

#фестивальсем, #культура, #чӑваш чӗлхи, #шкулсем, #вӗренӳ институчӗ, #Туслӑх хӗлхемӗ, #Канаш, #Комсомольски, #Анат Кама, #Тури Ачак, #Вутлан, #Шелттем, #Питӗркасси

 

Сӑнсем (131)