Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Космонавтика кунӗнче, Чӑваш Енре «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу ирттерӗҫ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Хастарсемпе спортсменсем велосипед ҫине ларса Андриян Николаев космонавтӑн тӑван тӑрӑхне, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла, ҫитӗҫ.
Ку акцие 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр вӑл Мӑнкунра иртнӗ. Ҫавна май унта 120-130 ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал 100 ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Чупура 20 ҫухрӑм парӑнтарма тивӗ.
Акци «Эпир космоссӑр тата велосипедсӑр пурӑнаймастпӑр» ятпа иртӗ. Финиша ҫитсен «Эпир космоссӑр пурӑнаймастпӑр» фильма кӑтартӗҫ. Вӑл «Оскар» премине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Космонавтика музейне ҫитӗҫ.