Чӑваш Енре деклараци кампанийӗ малалла пырать. Ӑна тишкерсен ҫакӑ паллӑ: республикӑра укҫа-тенкӗ енчен катӑк пурӑнман ҫын самай.
Налук служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри 15 ҫын декларацире 10-100 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнине палӑртнӑ. 987 ҫыннӑн вара тупӑшӗ 1-10 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 109 пин деклараци тӑратнӑ. Кампани ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ака уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче налук службин инспекцийӗсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ку ҫынсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене уҫӑмлатма май парӗ.