Ял хуҫалӑх отраслӗшӗн хальхи вӑхӑт яваплӑ тапхӑрсенчен пӗри. Вӑрлӑха ака кондицине лартмалла, ҫитменнине туянмалла, ҫунтармалли-сӗрмелли материал, техника валли саппас пайсем, удобрени илмелле.
Шӑмӑршӑ районӗнчи «Колос» тулли мар яваплӑ хуҫалӑх акана тухма хатӗр темелле. Унта вӑрлӑх та йӑлтах кондициллӗ, бензин-топливо та ҫителӗклех туянса хатӗрленӗ, удобрени кӳрсе килесси малалла пырать. Ҫураки валли кирлӗ техникӑна ҫак уйӑх вӗҫлениччен юсаса пӗтермелле.
Хуҫалӑхӑн учредителӗпе Юрий Павелкинпа паян Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Денисов тӗл пулнӑ. Юрий Павелкин — «СимбирскМука» учредителӗ, «Симбирка» суту-илӳ ҫурчӗн тӗп директорӗ. Район ертӳҫине ҫав ҫын кӑҫал ҫуртрисем 1300 гектар йышӑнассине пӗлтернӗ, ҫав шутран 400 гектарне сахӑр кӑшманӗ йышӑнӗ.