Чӑваш Енре вӗренсе тухакансене ӗҫе илекенсене хысна шучӗпе пулӑшасшӑн. Кун пирки республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынипе канашлу ирттернӗ. Унта ӗҫпе тивӗҫтерекенсене тата вӗренӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсене пухнӑ. Унта вӗсене ӗҫ рынокӗнчи кӑткӑслӑха сирмелли программӑн майӗсемпе паллаштарнӑ.
Сергей Димитриев министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗренӳ заведенийӗсене бюджет шучӗпе вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫнисене шалу тӳленин пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштарма май пур. Программӑра пӑхнӑ тӑрӑх, малтанхи ҫур ҫулта чи пӗчӗк ӗҫ укҫи тата патшалӑхӑн бюджет мар фончӗсене тӳлекен страхлакан взнос чухлӗ саплаштарӗҫ. Вӑхӑтлӑх ӗҫе илсен виҫӗ уйӑх хушши саплаштарса тӑрӗҫ. Уйӑхра ҫапла вара предприяти-организацисене ӗҫе илнӗ кашни выпускникшӑн 9 пин те 100 тенкӗ тӳлӗҫ.