Саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть тесе тӗрӗсех калаҫҫӗ. Ку вӑл пурнӑҫӑн кирек хӑш енне те пырса тивет. Налук тӳлессипе те ҫавах. Пӗр-пӗр пысӑк пуянлӑх (урапа-и е кивӗ ҫурт-и - пӗрех) налук инспекцине пӗлтермелле, деклараци вӑхӑтра тӑратмалла. Саккунта каланӑ тапхӑрта ӗлкӗреймесен штрафлаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 15-16-мӗшсенче Федерацин налук службин республикӑри Управленийӗн мӗнпур инспекцийӗнче Уҫӑ алӑксен кунне йӗркелеҫҫӗ. Налукҫӑсем налук саккунӗ пирки каласа кӑтартнипе пӗрех уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налук валли деклараци епле шӑрҫаламаллине те вӗрентме шантараҫҫӗ. Ҫынсене службӑн онлайн-сервисӗпе паллашма май паракан компьютерсемпе усӑ курма та ирӗк памалла.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче декларацисене 9 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен, 16-мӗшенче 9-тан 15-ччен йышӑнмалла.