Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 80 ҫул тултарнине палӑртрӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.09.2010 12:06 | 1768 хут пӑхнӑ
Ю.Н. Исаев сӑмах калать
Ю.Н. Исаев сӑмах калать

Шӑматкун, авӑнӑн 18-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ чӑваш академи драма театрӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ.

Института чыслама хаклӑ хӑна чылай килнӗччӗ — Чӑваш Республикин тӗрлӗ министерствисенчен, кӳршӗри ӑслӑлӑх тата вӗренӳ институчӗсенчен пурччӗ. Ют патшалӑхран килнисем те театр залӗнче ларатчӗҫ — вӗсем те хӑйсен салам сӑмахӗсене каларӗҫ. Паллах, чӑваш халӑхӗн интелеггенцийӗсӗр, студентсемсӗр мероприяти иртмерӗ — интитута сума суса ӗнтӗ, вӗсем нумайӑн пухӑннӑччӗ, залра пушӑ вырӑн ҫуккипе пӗрехччӗ.

Юрий Николаевич Исаев, институт директорӗ, чи малтан кӗскен ӑслӑлӑх учрежденийӗн кун-ҫулӗпе, унӑн ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. Институт 80 ҫул тултарнӑ ятпа министерствӑсенчен килнӗ хӑнасем тухса сӑмах каларӗҫ, пӗлӳ учрежденийӗнче ӗҫлекенсене тӗрлӗ парнесемпе чысларӗҫ — Николай Иванович Егорова орден пачӗҫ, ыттисене хисеп хучӗсемпе, грамотӑсемпе, медальсемпе тивӗҫтерчӗҫ. Ытти тӑрӑхсенчен килнӗ хӑнасем те парӑмра юлмарӗҫ — института парнесем парса хӑварчӗҫ.

Мероприяти концертпа вӗҫленчӗ. Хӑнасем илемлӗ чӑваш чӗлхи янравлӑхӗпе паллашрӗҫ, шӑпчӑк сассиллӗ юрӑҫсен сассипе киленчӗҫ. Концерта Яклашкин Морис Николаевич ертсе пычӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#юбилейсем, #Шупашкар, #мероприятисем, #ЧПГӐИ

 

Комментари:

ATNER JUMANSEM // 9681.2.1460
2010.09.20 20:31
Çapla jurasar pyçne tschuwasch yrax niçta ta juramast.
2010.09.21 21:09
Аçтахар Плотников
http://gallery.chuvash.org/v/meropriyati/chpgai-80/ - сăнӳкерчĕксем вырнаçтартăм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем