Паян, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пирӗн республикӑна РФ Правительствин председателӗ Дмитрий Медведев килсе ҫитмелли пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, унта эпир премьер-министра кӗтсе илме хатӗрленсе Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта ҫине тӑрсах саксем сӑрлани, ҫурт йӗри-тавра юр тасатни, сӗтел-пукан улӑштарни пирки асӑнса хӑварнӑччӗ. Тата хула ҫыннисем Правительство ҫурчӗн кивӗ ҫуртне (унта хальхи вӑхӑтра юсав пырать) ӳкерчӗкпе карса хунине асӑрханине те ҫырнӑччӗ.
Чӑваш Ене Дмитрий Медведевпа ӗҫпе социаллӑ хӳтӗлев министрӗпе Максим Топилин кӑна мар (маларах эпир ҫавӑн пек пӗлтернӗччӗ), РФ Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Ольга Голодецпа вӗренӳ министрӗпе Дмитрий Ливанов тата ыттисем килсе ҫитнӗ. Шупашкарта Дмитрий Медведев ӗҫлӗхпе ҫыхӑннӑ темӑпа канашлу ирттермелле.
Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центра ҫине тӑрсах ҫӗнетни ахальтен пулман — программӑпа килӗшӳллӗн РФ премьер-министрӗ унта тата Шупашкарти электромеханика колледжӗнче пулнӑ.