Ытларикун, календарьпе ҫуркунне ҫитнӗ кун, пирӗн тӑван республикӑна РФ Правительствин председателӗ Дмитрий Медведев килсе ҫитмелле. Пӗччен мар, Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫпе социаллӑ хӳтӗлев министрӗпе Максим Топилинпа. Пысӑк пукансем йышӑнакан тӳре-шарана кӗтсе илме республикӑрисем хӗрсе кайсах хатӗрленеҫҫӗ.
Тӗслӗхрен, Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. «Ҫыхӑнура» канашлу пӗлтернӗ тӑрӑх саксем сӑрлаҫҫӗ, ҫурт йӗри-тавра юр тасатаҫҫӗ, сӗтел-пукан улӑштараҫҫӗ тата ытти те. Ак, нумай пулмасть, хула ҫыннисем тепӗр пулӑм асӑрханӑ — Правительство ҫурчӗн кивӗ ҫуртне ӳкерчӗкпе карса хунӑ. Ҫапла май тулаш енчи йӑтӑнса аннӑ штукатурка вырӑнӗсене хупланӑ. Аса илтеретпӗр, Правительствӑн кивӗ ҫурчӗ хальхи вӑхӑтра юсавра.
Дмитрий Медведев унччен пирӗн тӑрӑха пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче килсе кайсаччӗ. Ун чухне вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта экономикӑна улӑштармалли майсем шыракан тата Раҫҫейӗн инновациллӗ аталанӑвне сӳтсе явакан РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Канашӗн президиум ларӑвне хутшӑннӑччӗ, «Хӗвел» савута кайса курнӑччӗ.