Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Депутатсем ҫӑматӑ парнеленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.02.2016 19:09 | 1654 хут пӑхнӑ
Республикӑра Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Александр Тарасова чысланӑ самант
Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Александр Тарасова чысланӑ самант

Хастар, лара-тӑра пӗлмен депутатсем, ҫитменнине, район шайӗнчисем, мӗн тесен те кашни утӑмрах тӗл пулмаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвне суйланнисем хушшинче ун пек темиҫе хастар пуррине палӑртма кӑмӑллӑ. Вӗсен хастарлӑхне район центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансем пӗлсе ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Поселокра пурӑнакансем валли тӗрлӗ конкурс ирттереҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра вӗсем урам чи лайӑх шӑлакана палӑртмаллине йӗркеленӗччӗ. Хӑйсен ӗҫне вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан дворниксене чыслас шухӑш патне А.М. Андреев, Ю.Г. Николаев, Д.В. Васюков, А.Н. Константинов депутатсем ҫитсе тухнине эпир пӗлтернӗччӗ.

«Хӗллехи Кӳкеҫ – 2016» конкурсра вара хастарсем район центрӗн хӗллехи пурнӑҫне кӑтартакан ӗҫсене пухассине пӗлтерчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухакана илемлӗ ҫӑматӑ парнелеме шантарчӗҫ. Спонсор пулса кӑҫатӑна Татьяна Михайлова уйӑрма килӗшнӗ.

Халӗ ҫӗнтерӳҫӗне палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Александр Тарасов тухнӑ. Парнене ӑна вӑл ҫуралнӑ кун тыттарнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Юлия Вадимовна («Контактра» халӑх тетелӗнче вӑл хӑйне ҫав ятпа регистрациленӗ) тата Владислав Иванов йышӑннӑ. Вӗсене Александр Андреевпа Юрий Николаев депутатсем хӑйсен шучӗпе парнепе хавхалантарнӑ.

#конкурссем, #Шупашкар районӗ, #депутатсем, #Шупашкар, #чыславсем, #Кӳкеҫ, #тирпейлӗх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем