Раҫҫейӗн политика элитине илсен, йӑнӑш ҫине йӑнӑш уйрӑмах тӑваканнисем — кӗпӗрнаттӑрсем. Вырӑс чӗлхин Пушкин ячӗллӗ патшалӑх институчӗн ӗҫченӗсем ҫӗршывӑн политикӗсем епле калаҫнине сӑнанӑ та ҫавӑн пек пӗтӗмлетнӗ. Лингвистика сӑнавне ҫӗршывӑн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникаци министерстви те хутшӑннӑ.
Политиксем хутла пӗлнин шайне хаклама ятарлӑ коэффициента тӗпе хунӑ. Тепӗр майлӑ каласан, политиксем ҫын умӗнче тухса калаҫнӑ чух 10 минутра миҫе йӑнӑш тунине шутласа пынӑ. 10 минутра пӗрре йӑнӑшакансене вӗсем 10-па хакланӑ, ҫав вӑхӑтра пилӗк йӑнӑшакансене — иккӗпе.
Чи пысӑк бала никамӑн та ҫук пулин те федераци министрӗсем 9,4 коэффициент пухнине палӑртмалла. Патшалӑх Думин депутачӗсем тата Федераци Канашӗн пайташӗсем 6,4 палла тивӗҫнӗ. Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен пуҫлӑхӗсен шайӗ те федераци депутачӗсене ҫывӑх — 6,3 балл. Йӑнӑш ҫине йӑнӑшпа калҫаканнисем — регионсен ертӳҫисем. Вӗсем пурӗ 2,3 процент кӑна пухайнӑ. Хайхисем пӗр сӑмаха тепринпе ҫыхӑнтарнӑ чух та, ударени лартнӑ чух та час-час йӑнӑшаҫҫӗ-мӗн.