Иртнӗ ҫул Чӑваш Енӗн тӗп капиталне тӗрлӗ ҫӑлкуҫран 54,6 миллиард тенкӗ укҫа хывнӑ. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан ҫапах та ку хисеп пӗчӗкрех — унчченхинчен 7,2 процент чакнӑ.
Укҫа хывакансем тупӑнсан, вӗсенчен ытларахӑшӗ строительствӑна, ҫурт-йӗре сарма, юсаса ҫӗнетме тата техника енчен пуянлатма уйӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе кӗмӗл хывнин усси ытларах тесе шухӑшлакансем 41,1 процент тупӑннӑ. Пурӑнмалли мар ҫурт-йӗр тата сооруженисем туянакансем те пур. Ун пеккисем — 30 процент. Тӗп капитала укҫа хывакансене илсен, чӗрӗк пайӗ (тӗрӗсрех, 25,9 проценчӗ) машина, оборудовани, транспорт, хуҫалӑхра тата производствӑра кирлӗ япала илме укҫа хывнӑ.
Иртнӗ ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче, сӑмах май, экономикӑна укҫа хывасси виҫӗмҫулхи ҫур ҫултинчен ӳснӗ.