Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Эдисон Патмарӑн ҫӗнӗ кӗнеки

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.09.2010 15:41 | 1637 хут пӑхнӑ
Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Кӗнекен тулли ячӗ — «Телей ҫӑлтӑрӗ — гимнази директорӗ». Автор унта Трак чӑваш-нимӗҫ гимнази директорӗн Г.И.Юлмасовӑн ӗҫӗ-хӗлне, 55 ҫулхи кун-ҫулне, ҫемйин аталанӑвне тата унӑн пурнӑҫри ҫитӗнӗвӗсене ҫутатса панӑ. Кӗнеке 50 экземплярпа «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире пичетленсе тухнӑ. Калӑпӑшӗ — 24 страница.

Кӗнеке ум сӑмахне автор хӑех ҫырнӑ. Унта ҫапла каланӑ:

«Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та, ниепле майпа та хама икӗ «пиллӗклӗ» хӗрарӑм тесе калама пултараймастӑп. Йӑлтӑртатакан кӑвак куҫ, ӗҫ шухӑшлӑ сӑн-пит, пурнӑҫ йӗрӗсем вуҫех те ҫук. Таҫти никам пурӑнман утравра пурӑнатӑп тейӗн.

Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та, хама телейсӗр теес килмест. Юратнӑ мӑшӑр тaтa икӗ улӑп ывӑл пур. Вӗсене эпӗ юрататӑп. Вӗсем те мана алӑра йӑтса ҫӳреҫҫӗ.

Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та миме витӗр шкул ҫуртне куратӑп. Таса тa ҫутӑ классем, тӗлӗнмелле пултаруллӑ ӗҫтешсем, нумай-нумай ҫунатлӑ ачасем...»

Красноармейски район энциклопеди кӗнекинчен (автор ӑнлантарӑвӗпе): «Юлмасова Галина Илларионовна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2010 ҫулта 55 ҫул тултарать. Янкас шкулне 1970 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1972 ҫулта вӑтам пӗлӳ пӗтерни ҫинчен Красноармейски шкулӗнче аттестат илет. Нимӗҫ тата француз чӗлхисене И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗренет, 1979 ҫулта ӑна алла диплом илсе ҫирӗплетет.

1979-1980 ҫулта Кивӗ Мӗлӗшри, 1980-1984 ҫулсенче Кӳстӳмӗрти вӑтам пӗлӳ паракан шкулсенче ачасене нимӗҫ чӗлхине вӗрентет. Ҫак шкулсем Вӑрнар районӗнче вырнаҫнӑ. 1984 ҫулта пурнӑҫ сакки Галина Илларионовнӑна газ енӗпе ӗҫлеме хӑвалать. Анчах та пупас вӗренӳ ҫӑлтӑрӗ пуян хуҫалӑха тиркесе 1985 ҫулта каллех вӗренӳ тытӑмне таврӑнать, 1994 ҫулччен Красноармейски район вӗренӳ пайӗнче методика кабинечӗн ертӳҫи пулса ӗҫлет. 1994-2000 ҫулсенче Трак нимӗҫ-чӑваш гимназийӗнче директор ҫумӗ, 2001 ҫултанпа гимнази директорӗ».

«Эпӗ пахча тулӑх чухне ҫуралнӑ. Тухатӑп та анкартине — виҫ-тӑват кас сухан, хӗрлӗ помидорлӑ йӑрансем, хӑярӗ, ыхра, паллах, иккӗмӗш ҫӑкӑр — ҫӗрулми... Чечексене питӗ юрататӑп. Ҫак пуянлӑх ҫине пӑхатӑп та шухӑша каятӑп: ҫуркунне акман-лартман пулсан, ҫӑвӗпе шӑвармарӑн тӑк, ҫум-курӑкран тасатмарӑн — куҫа мӗн илӗртӗччӗ-ши? Ӗҫлемен ҫынсене вуҫех те ӑнланмастӑп. Ман шутпа — ӗҫсӗр ҫын вӑл пушӑ мӑйӑр. Мӗнле ӗҫлемесӗр пурӑнма пулать? Ӑнланмастӑп.»

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #шкулсем, #кӗнекесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем