Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Рия

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.09.2010 12:57 | 2685 хут пӑхнӑ
DVD хуплашки
DVD хуплашки

Тин кӑнаҫ лавккасене Ева Лисинӑн «Рия» новелли тӑрӑх ӳкернӗ илемлӗ фильм сутлӑха ҫитрӗ. Вӑрӑмӑшӗ — 90 минут.

«Ку истори кирек кампа та, кирек ӑҫта та пулса иртме пултарнӑ, пултарать те... Пурнӑҫра ытти яланах ҫӗнтерет. Анчах та чӑн туйӑм хуҫалансан, ӗмерсем хушши пӗр-пӗрин патнелле туртӑннӑ чунсем пӗрле пулма Турӑ кӗнекинче ҫырнӑ пулсан, — вӗсем пӗрле пулаҫҫех. Арҫенпе Рия юратӑвӗ те шӑпах ҫавӑн пекки...» — пӗлтерет DVD хуплашки.

Тӗп роле Наталья Шамбулина вылять. Ҫавӑн пекех илемлӗ фильмра Типшӗм Сашук, Ион Шеремет, Светлана Васильева, Ирина Архипова, Васильий Павлов, Ольга Ухтерикова, Петр Ермолаев, Лидия Красова, Александр Степанов ӳкерӗннӗ. Режиссерӗ тата сценари ҫыраканӗ — Вячеслав Оринов.

«Фильм тӗпрен илсен лайӑх пулса тухнӑ. Типшӗм Сашук юррисем самай пуянлатаҫҫӗ, пӑхса ларма кӑмӑллӑ. Паллах оператор ӗҫӗ тата монтаж аванрах пулмалла. Тата сасӑ яланхи пекех вылять. Пирӗн куракан ҫак ҫитменлӗхсене каҫарать, паллах...

...Мана ку фильм пурпӗрех савӑнтарчӗ. Чӑваш киновӗ пахалӑх енне туртӑнни куҫкӗрет. Актерсем те тӑрӑшса вылянӑ. Наташа Шамбулина вара чӑн-чӑн Рия. Маттур. Ева Николаевна хӑй пӗлмест те пулӗ-ха «Рия» экран ҫине тухнине. Тахҫанах ӗмӗтленетчӗ кино ӳкерме. Ӗмӗчӗ тинех ҫитрӗ иккен», — пӗлтерет хӑй шухӑшне Владимир Корсаков.

Ыйтусем тухсан, ҫак инҫесас номерӗпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ: (8352) 46-39-93

#ӳнер, #кино

 

Комментари:

Хана // 3503.81.4977
2010.09.14 02:20
Хуплашки илемлĕ, чăн та.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем