Нумай пулмасть чӑваш кӗнеке издательствинче Ангелина Павловскаян «Саланнӑ кӗлте» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Вӑл — повеҫсемпе калавсен пуххи.
А.Павловская чылайранпа ҫыракан автор, унӑн хайлавӗсене вулакан яланах хапӑлласа йышӑнать. Мӗншӗн тесен вӑл ҫырса кӑтартакан харкамҫӑсем пурнӑҫран илнӗ пире ҫывӑх сӑнарсем, еӗсен шӑпи, кун-ҫулӗ, чун ыратӑвӗ юнашар ҫынӑнни евӗрех чуна хускатаҫҫӗ, шухӑша яраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле пӑшӑрханатӑн, телейшӗн хӗпӗртетӗн.
Кӗнекене виҫӗ повеҫпе икӗ калав кӗнӗ.
«Раштав саламӗ» повеҫри Улькка валли пурнӑҫӗ хӑй ятарласа темӗнле тӗрӗслев хатӗрленӗ тейӗн: ачаллах тӑлӑха юлать, савнӑ мӑшӑрне Матвие ҫухатать. Ывӑлӗн те кун-ҫулӗ вӑхӑтсӑрах татӑлмалла пулса тухать. «Саланнӑ кӗлте» повесть те инкек-синкеклӗ вӗҫленет: тӗп сӑнарӗн Яков Васильевичӑн кил-йышӗ пӗтӗмпех арканать, пӗтет.
Кӗнекене эсир лавккасенче туянма пултаратӑр — хакӗ 99 тенкӗ кӑнаҫ.
Ҫыравҫӑ 1939 ҫулта кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Пӗчӗк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри библиотека техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1959-1964 ҫулсенче И.Яковлее ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Чылай ҫул библиотека тытӑмӗнче, шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Пӗрремӗш хайлавӗ, «Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре», 1983 ҫулта «Ялав» журналта пичетленнӗ.