Вӑрнарӑн тӗп урамӗнче стелла тума тытӑннӑ. Вӑл К. Маркс урамӗнче, посёлока Шупашкар енчен транспорт кӗнӗ вырӑнта вырнаҫӗ. Стеллӑна калӑплаканӗ — Геннадий Дубровин художник-дизайнер (вӑл Хапӑсран). Монумент кӳлепине хатӗрлеме Питӗр хулинчи А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленность академийенче вӗренекен ывӑлӗ те пулӑшнӑ.
Геннадий Дубровин пӗлтернӗ тӑрӑх монумента «сграффито» техникипе тӑвӗҫ. Панно ҫинче Вӑрнар посёлокӗн кун-ҫулне кӑтартма палӑртнӑ. Монумент йӗри-тавра чечексем, тӗмӗсем лартса тухӗҫ — вӗсем хӑй илемӗпе таврана хитрелетӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра «Вӑрнарски МСО» АХО стеллӑн никӗсне хатӗрлет — строительсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.