Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мар. Салим чӑвашла калаҫма тытӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.08.2010 13:37 | 1509 хут пӑхнӑ
Мар. Салим. Х. Ахтямов шаржӗ
Мар. Салим. Х. Ахтямов шаржӗ

Чӑваш кӗнеке издательстви нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗнеке кӑларчӗ, унта пушкӑрт халӑхӗн паллӑ ҫыравҫин, Мар. Салимӗн, шӳтлӗ хайлавӗсем кӗнӗ.

Кӗнеке куҫаруҫӑн сӑмахӗпе пуҫланать. «Пирӗн Марсель‚ пирӗн Шубашкорт» статьяра ентешӗн пултарулӑхне тарӑн уҫса панисӗр пуҫне ун ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ тӑванла республикӑсенче — Пушкӑртстанпа Чӑваш Енре — пурӑнакан халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме пулӑшнине палӑртнӑ. «Ҫапах та юлашки ҫулсенче пирӗн хушӑри ҫыхӑнусем вӑйсӑрланчӗҫ»‚ — пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ Валерий Комиссаров. — Ҫак лару-тӑруран тухас тата ырӑ тӗслӗх кӑтартас тӗллевпе эпир Марсель Салимов пушкӑрт ҫыравҫин‚ пӗтӗм тӗнчери премисен лауреачӗн шӳтлӗ хайлавӗсен пуххине кӑларма йышӑнтӑмӑр. Чӑваш Республикин наци библиотекин сайтӗнче: «Марсель Шайнурович Салимов (литературӑри хушма ячӗ Мар. Салим) — паллӑ пушкӑрт ҫыравҫи-сатирикӗ‚ Пушкӑртстан Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ‚ Туслӑх орден кавалерӗ‚ 26 кӗнеке авторӗ. Вӑл чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен ҫывӑх юлташӗ. Пушкӑртстанри Чӑваш литература кунӗсене ялан хастар хутшӑнать. Сатирикӑн произведенийӗсем литература анинче тӑрӑшакан Порфирий АфанасьевБорис БорленВиталий ЕнӗшЮрий СементерАнатолий Смолин куҫарнипе «Хыпар»‚ «Капкӑн»‚ «Тӑван Атӑл» периодика кӑларӑмӗсенче тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ”‚ — тенӗ.

Пӗр тӗслӗх кӑна илсе кӑтартасшӑн. Шупашкарта тухса тӑракан «Кил» (Культура и литература) альманахсенче ҫак авторӑн сатирӑлла тата шӳтлӗ калавӗсене вырӑсла пичетленӗ май Мустай Каримӑн сӑмахӗсене илсе панӑ: «Вӑхӑтсем улшӑнаҫҫӗ‚ идеалсем пӗтеҫҫӗ‚ анчах Мар. Салим хӑй пекех юлать‚ калемӗ ҫеҫ ҫивӗчленет». Чӑннипе те‚ ҫивӗч калемлӗ‚ пултаруллӑ ҫыравҫӑ вӑл.

#Пушкӑртстан, #кӗнекесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=1406
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем