Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йӗпреҫсемшӗн ку Ҫӗнӗ ҫул парни пулнӑ. Шӑрттан ялӗнче нумай хваттерлӗ ҫурта хута янӑ.
Кунта нумаях пулмасть уй пулнӑ, курӑк ешернӗ. Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса ҫурта кӗске вӑхӑтрах туса пӗтернӗ. Ӑна республика программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ, ҫӗнӗ ҫурта авариллӗ пӳртрисене куҫарӗҫ.
Ҫурта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре ЧР строительство министрӗ Олег Марков хутшӑннӑ. Вӑл ҫӗнӗ ҫурта куҫакансене Ҫӗнӗ ҫула савӑк кӑмӑлпа кӗтсе илме суннӑ. Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов та вӗсене ҫак ятпа саламласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Фадеев строительсене грамотӑсемпе чысланӑ. Ҫӗнӗ ҫурта 36 ҫемье куҫнӑ. Вӗсене уҫӑсем панӑ, хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ.