Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кӑкшӑмри литература уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 25.12.2015 11:03 | 1828 хут пӑхнӑ
Культура

Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри шкулта та Литература ҫулталӑкне халалласа уяв иртрӗ. Ку шкулта вӗренекенсем чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Людмила Иосифовна Александрова ертсе пынипе литература альманахӗсем кӑларса тӑраҫҫӗ, вырӑнти ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть, сӑмахран, Галина Зотова ҫыравҫӑ-таврапӗлӳҫӗпе курнӑҫрӗҫ.

Галина Зотова ачасене хӑйӗн кӗнекисемпе паллаштарчӗ, кӑҫалхи май уйӑхӗнче Константин Иванов ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ялне, поэта халлалланӑ уява кайса курни пирки каласа кӑтартрӗ, сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарчӗ. Кӑкшӑм ялӗн вулавӑш ертӳҫи Бундина Надежда Павловна Константин Иванов ҫулталӑкӗнче туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Уявра Кӑкшӑм шкулӗн учителӗсемпе вӗренекенӗсем «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каларӗҫ. Пухӑннисем патне хӑнана Нарспипе Сетнер, Сенттипе Тӑхтаман килчӗҫ.

Кӑҫал вырӑс халӑх поэчӗ Сергей Есенин ҫуралнӑранпа 120 ҫул тултарчӗ. 4-мӗш класра вӗренекенсем поэтӑн юратнӑ сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ.

Уява вырӑнти поэтсене те хӑнана чӗннӗ. Е.Б. Кркалевская тата Ф.Н. Бежанидзе хӑйсем хайланӑ сӑвӑсемпе паллаштарчӗҫ, ачасене хӑйсен пултарулӑхӗсене аталантарма чӗнсе каларӗҫ. Кӳршӗри Уйкас ялӗнчи Сандыркина Рената Порфирьевна библиотекарь пухӑннисене Светлана Асаматпа Елена Нарпи ҫинчен хӑтлавсем кӑтартрӗ, вӗсен сӑввисемпе ҫырнӑ юрӑсем шӑрантарчӗ. Кӑкшӑм шкулӗчи «Чародеи» ташӑ ушкӑнӗн ташши те пухӑннисен кӑмӑлне кайрӗ.

#вулавӑшсем, #Литература ҫулталӑкӗ, #Слакпуҫ, #ачасем, #шкулсем, #Уйкас, #Кӑкшӑм, #Етӗрне районӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем