Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Аталан та чечеклен, тӑван ялӑм!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.08.2010 16:42 | 2158 хут пӑхнӑ
Уявра
Уявра

«Живи, цвети, моя деревня!» (ятне темшӗн чӑвашла паман вара) — иртнӗ кану кунӗсенче ҫак ятпа Малти Пукаш ялӗнче уяв иртрӗ. Ҫанталӑкӗ шӑрӑх тӑчӗ пулин те Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьски ял тӑрӑхӗнчи ялта халӑх чылай пухӑнчӗ — ҫур ял таранах тухрӗ. Уява йӗрекелес ыйтӑва ҫӗклекенни тата ӑна пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшаканни — Октябрьски ял тӑрӑхӗн депутачӗ, ФАП заведующийӗ Ирина Фёдорова. Вӑл тӑрӑшнипех ӗнтӗ Малти Пукашсем хӑйсен ял уявне кӑҫал тӑваттӑмӑш хут ирттереҫҫӗ. Укҫине те пӗрле пухаҫҫӗ.

Ял лавкки умӗнчи асфальтланӑ тӳремре ял халӑхӗ иртенпех уява хатӗрленме пикенчӗ — пӗрисем сасса вӑйлатакан тата ытти аппаратурӑна вырнаҫтарчӗҫ, теприсем шӳрпе пӗҫерчӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем вара сӗтел сарчӗҫ.

Малти Пукаш ял уявне Октябрьски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Назаров С.М. уҫрӗ. Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, кӗскен юлашки вӑхӑтра ял епле аталанни пирки пӗлтерчӗ — яла ҫити асфальтлӑ ҫул сарнӑ, газ пур. Тепӗр майлӑ каласан ялта килленсе пурӑнмашкӑн пурте пур. Хӑйӗн сӑмахне вӗҫлесе вӑл ялти хастар ҫынсене хисеп грамотисем пачӗ.

Уявра ял халӑхне савӑнтарма Октябрьски, Чӑнкасси, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем килчӗҫ. Вӗсен пултарулӑхӗ пурне те килӗшрӗ.

Юрӑ-ташӑпа савӑннӑ хыҫҫӑн ял халӑхӗ сӗтел хушшинче ларчӗ. Тутлӑ апата тутаннӑ хыҫҫӑн каҫхине уяв дискотекӑпа вӗҫленчӗ.

 

Уяври сӑнсем

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Малти Пукаш, #Октябрьски ял тӑрӑхӗ, #Чӑнкасси ял тӑрӑхӗ, #Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗ, #ял уявӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем