Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Патшалӑх Канашӗ Михаил Игнатьев пирки хӑй шухӑшне пӗлтернӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.07.2010 20:54 | 2064 хут пӑхнӑ
Ларура
Ларура

Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр 30-мӗш ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне малашне йышӑнма тӑратнӑ Игнатьев Михаил Васильевич кандидатурине пӑхса тухнӑ. Ларӑва хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнакан Николай Васильевич Фёдоров, Атӑлҫи Федераллӑ округри РФ президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота, Раҫҫей патшалӑх думинчи Чӑваш Республикинен тӑратнӑ депутатсем Николай Бударинпа Павел Семёнов, Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Федераци Канашӗнчи Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн представителӗ Владимир Слуцкер, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Ларӑва онлайн-майпа тӗнче тетелӗнче та сӑнама май пурччӗ.

Сасӑлава пурӗ 43 депутат хутшӑннӑ. 37-ӗшӗ Михаил Игнатьев малашне Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнассипе килӗшнӗ, 5-ӗшӗ хирӗҫ пулнӑ, пӗри хӑй шухӑшне пӗлтермен. Ҫапла май Николай Васильевич Фёдорова шанса панӑ вӑхӑт вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ун вырӑнне хальхи вӑхӑтра Кабинет Министрӗн Председателӗн ҫумӗ тата Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫлекен Игнатьев Михаил Васильевич йышӑнӗ.

Ларура Николай Фёдоров, Григорий Рапота тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем пурте Чӑваш Ен ура ҫинче ҫирӗп тӑнине палӑртрӗҫ. Николай Васильевич ҫак хушӑра Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑннӑ вӑхӑтра республикӑна мӗнле усӑ кӳни пирки, хӑйӗн ӗҫне тишкерсе тухасси пирки пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех малашлӑхра ҫӗнӗ президентӑн мӗнле утӑмсем тумалли пирки те шутласа пӑхӑп терӗ. Михаил Игнатьев хӑй сӑмахӗнче ӑна ҫавнашкал яваплӑ ӗҫ шанса панишӗн тав турӗ, республикӑшӑн чуна парса ӗҫлеме шантарчӗ.

 

Игнатьев Михаил Васильевич Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти энергетика техникумӗнче, Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче, Мускаври потребетель кооперацийӗн институчӗн Шупашкарти уйрӑмӗнче, Атӑлпа Вӗтке патшалӑх хӗсмечӗн академийӗнче ӑс пухнӑ. 1999 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкар районӗн пуҫлӑхне суйланнӑ. 2002 ҫултанпа Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ.

 

Ларури сӑнсем, Видео

#Патшалӑх Канашӗ, #ларусем, #политика, #Шупашкар районӗ, #Кӗҫӗн Турхан

 

Комментари:

Savantey // 2529.56.0308
2010.07.30 15:37
Çĕнĕ Президентне ăнаçу,вăй-хавал сунатăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем