Чӑваш кӗнеке издательствинче Улькка Эльменӗн «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ.
Унта кӗнӗ повеҫсемпе калаври ӗҫ-пуҫ паянхи улшӑнса тӑракан саманари пӑтӑрмахлӑ ҫаврӑмсенче пулса иртет. Этем чунӗ тата сипечӗ темле йывӑрлӑха та ҫӗнтернине, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсен телейне яланах тупнине автор пурнӑҫри кӑткӑс самантсем, геройсен характерӗ витӗр ӗнентерӳллӗн те туйӑмлӑн кӑтартать. Шӑпа тени ют ҫынсенчен е кӗтменлӗхсенчен мар, этемрен хӑйӗнчен кӑна килнине кӑсӑклӑ сюжет йӗрӗсем уҫҫӑн та курӑмлӑн палӑртаҫҫӗ. Кӗнекери тӗп харкамҫӑ — паянхи хӗрарӑм, вӑл элекпе суяна, тӗрлӗ пӑтӑрмаха ҫӗнтерсе чунӗпе ҫирӗпленсе тухма вӑй ҫитерет. Ҫыравҫӑ чӑваш ялӗ сывлӑш ҫавӑрса илсе ҫӗнӗрен мӑнаҫлӑн чӗрӗлсе тӑрассине, халӑх кун-ҫулӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнассине чунтан ӗненет.
«Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» повесть пуҫласа пичетленет, ытти хайлавсене вулакансем ыйтнипе кӗнекене тепӗр хут кӗртнӗ.
Кӗнекене Шупшкарти «Книжные новинки» лавккасенче туянма пултаратӑр.