Антон Батраков Америкӑран усрава илнӗ ҫемьерен тарса килни пирки республика пӗр вӑхӑт кӗрлерӗ. Ку Ҫӗнӗ ҫул Антона чӑн-чӑн парне кӳнӗ. 20 ҫулти каччӑ «Ласковый май» ушкӑнра юрлама пуҫлӗ.
Ӑна унта Андрей Разин продюсер чӗннӗ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарта 90-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчи ташӑ каҫӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри каччӑ юрлама тухасси паллӑ пулнӑ-ха. Анчах кам? Никам та пӗлмен.
Ку хыпара куракансене Андрей Разин пӗлтернӗ. Антон, тӑлӑхскер, музыкӑна кӑмӑллать. Вӑл рэп вулать.
— Ун чухне эп тӑлӑхсен общежитийӗнче япала ҫума хатӗрленеттӗм. Вахтер килчӗ те мана «Ласковый май» директорӗ шӑнкӑравалнине пӗлтерчӗ. Вӑл мана концерта чӗнчӗ.
Антона ушкӑн солисчӗ Денис асӑрханӑ. Вӑл Шупашкарти концерт умӗн Антон пирки сюжет курнӑ та унпа кӑсӑкланнӑ. Нумаях пулмасть Денис Чӑваш Ене Антона илсе кайма килнӗ. Раштавӑн 7-мӗшӗнче Антон Мускава кайнӑ.