Кӑҫал Чӑваш Енри журналиста Эдуард Дидичнкӑна вӗлернӗ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ.
ЧР Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ те суда ярса панӑ. Суд сакки ҫине усламҫӑ хӗрарӑм ларӗ. Вӑл — вӗлернӗ журналистӑн арӑмӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ хирӗҫсе кайнӑ та хӗрарӑм 49 ҫулти арҫынна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе, унтан мӑйӗнчен вилкӑпа чикнӗ.
Арҫын нумай юн ҫухатнӑран ҫавӑнтах вилнӗ. Хӗрарӑм вара аппӑшӗ патне кайнӑ та кун пирки каласа кӑтартнӑ.