Чӑваш Енре виҫӗ ҫын метил спирчӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса ӑна тӗпчеҫҫӗ. Метил спирчӗ ҫав ҫынсем ӗҫнӗ алкогольре пулнӑ-мӗн.
Следстви версийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 20 ҫулти хӗр тата унӑн 22-ри савни тара илсе пурӑннӑ хваттерӗнче ром ӗҫнӗ. Тепӗр кунхине иккӗшне те япӑх пулса кайнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах тухтӑрсем ҫӑлайман вӗсене.
Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейре пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм та тусӗн ҫуралнӑ кунӗнче ҫав алкоголех ӗҫнӗ. Тепӗр кунхине ӑна та пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах темиҫе кунран вилнӗ вӑл.
Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, виҫҫӗшӗ те метил спирчӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ унпа наркӑмӑшланнӑ тепӗр ҫын та пур. Вӑл, 36-рискер, пульницӑра выртать.
Ку ӗҫре Шупашкарти пӗр коммерци директорӗ, унӑн амӑшӗпе еркӗнӗ тата пӗлӗшӗ, вилнӗ 30 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки, айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Шыравра 900 ешчӗк суррогатлӑ алкоголь туртса илнӗ.