«Чӑвашавтодор» предприятин ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑлсӑртарах пулнине республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ.
Эрнесерен пухӑнакан планеркӑра хӗллехи вӑхӑтра автоҫулсене тирпейлесе тытса тӑрас ӗҫе те тишкернӗ. Республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Доброхотов хӗле хатӗрленес ӗҫ пӗчӗккӗн вӗҫленсе пынине пӗлтернӗ. Федераци шайӗнчи ҫулсене «Волга» Упрдор, республика шайӗнчисене «Чӑвашавтодор» тытса тӑрать. Кӑҫал вара федераци шайӗнчисене «Воддорстрой» общество, республика тата муниципалитет ҫулӗсене «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «СтройТЕК», «Ликта», А.Н. Макаров фермер тасатса тирпейлесе тӑрассине пӗлтернӗ министр. Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсемшӗн муниципалитетсем явапли паллӑ ӗнтӗ.
Ҫул пӑрлакланса ларасран сапма кирлӗ хатӗрсене туянса хунӑ. Муниципалитетсенче ӑна кирлин 83 проценчӗ чухлех янтӑланӑ. Техника енчен те нимӗнле кӑлтӑк та пулманнине ӗнентернӗ Владимир Доброхотов.
ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин «Чӑвашавтодор» ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулманнине палӑртнӑ. Хальлӗхе ҫав предприяти кирлине 30 процент ҫеҫ хатӗрлени премьер-министра тивӗҫтермест.