Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ырӑлӑх кунӗ. Ҫак кун 1998 ҫулта Токиора Ырӑлӑхшӑн пӗтӗм тӗнчери юхӑмӑн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта чылай ҫӗршыв хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
«Ырӑ тума йывӑр-и? Паллах, ҫук», — тесе ӑнлантарнӑ Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче ӗҫлекенсем асӑннӑ хулари 2-мӗш вӑтам шкулта 3-мӗш «б» класра вӗренекенсемпе курнӑҫсан.
Тӗлпулӑва вӗсем виҫӗм кун йӗркеленӗ.
Ыркӑмӑллӑх урокӗнче ырӑ туни пӗр-пӗрин кӑмӑлне ҫӗклени, хавас кӑмӑл парнелени пирки калаҫнӑ. Ачасене вӗсем «ырӑ кӑмӑл» сӑмахпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илме ыйтнӑ. Ӑшшӑн йӑл кулнин пӗлтерӗшне те уҫса панӑ. Унтан пурте пӗрле пулса «День рождения кота Леопольда» (чӑв. Леопольд кушакӑн ҫуралнӑ кунӗ) мультфильмри «Если добрый ты» (чӑв. Эсӗ ырӑ пулайсан) юрра аса илнӗ.