Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса республикӑна самаях шар кӑтартрӗ. Ун чухне йывӑҫсем авӑнса, хуҫӑлса пӗтнӗччӗ. Ҫул хӗрринчи посадкӑсем халӗ те ун пирки аса илтереҫҫӗ. Йывӑҫсем халӗ те асар-писер выртаҫҫӗ.
Пӑрлӑ ҫумӑр 2014 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче ҫунӑччӗ. Ҫавӑнтанпа чылай ҫӗрте ҫул хӗррисем тирпейсӗр курӑнаҫҫӗ. Ара, йӑванакан йывӑҫсем камӑн куҫне ан тӑрӑнччӑр?
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кӑмӑлсӑр. Ку лару-тӑруран хӑтӑлмалли пирки вӑл кӑҫал юпан 19-мӗшӗнче тата чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче аса илтернӗ.
Асӑрхаттару пӗрре кӑна пулман. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Хӗл лариччен ҫул хӗррисене тасатмалла. Ҫапла каланӑ ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов. Халӗ шӑматкунлӑх ирттерме палӑртнӑ. Вӑл республикӑра чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ.