Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи вӗренекенсем Тутарстанран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 02.11.2015 19:01 | 1907 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ.

Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ.

Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗренекенсем те хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсене хӳтӗленӗ. Кӑшавӑшри Татьяна Карамаева ҫӗнтерӳҫӗн II степеньлӗ дипломне тата 7 пин тенкӗлӗх сертификата ҫӗнсе илнӗ. Марина Васильева конференцин лауреат дипломне тата 3 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен чи лайӑх ӗҫӗсене — пурӗ 50 статьяна — «Развитие и сохранение национальных языков в поликультурном обществе» (чӑв. Поликультура обществинче наци чӗлхисене аталантарасси тата упрасси) кӗнекене пухса-пичетлесе кӑларнӑ, вӗсене парне вырӑнне кашниех панӑ.

Сӑнсем (3)

#ачасем, #Кӑшавӑш, #чӑваш чӗлхи, #Шупашкар районӗ, #ҫӗнтерӳҫӗсем, #Шупашкар, #Тутаркасси, #вӗренӳ, #Хусан, #кӳршӗре, #Тутарстан, #ҫитӗнӳсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем