Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Каникул уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.06.2010 17:50 | 1547 хут пӑхнӑ

Ҫу уйӑхӗн юлашки кунӗсенчен пӗринче Ӗпхӳри Калинин районӗн чӑваш вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине халалланӑ уяв иртрӗ. Унта «Элем» ансамбле ҫӳрекен вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ‚ шкул ачисем тата хӑнасем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 70 яхӑн ҫын.

2009-2010 вӗренӳ ҫулӗнче асӑннӑ пӗлӳ ҫурчӗ Пушкӑртстан чӑваш халӑх культурине аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунӑ. Ачасен «Акӑшсем» тата «Ягодка» ансамблӗсем районпа хулан пӗр мероприятийӗнчен те юлман. Унсӑр пуҫне Аслӑ Ҫӗнтерӗве 65 ҫул ҫитнине халалланӑ район конкурсӗнче I вырӑн йышӑнса ПР Вӗренӳ министерствин дипломне тивӗҫнӗ. Чӑннипе‚ кӑҫал вӗрентекенсемпе ачасен культура пурнӑҫӗ питӗ пуян та кӑсӑк иртрӗ. Вӗсем Салават хулинче йӗркеленӗ фольклор‚ Булгаковӑри эстрада коллективӗсен фестивальне‚ Ӗпхӳри тата Ҫтерлӗри Ҫӗнӗ ҫул уявӗсене хутшӑнчӗҫ.

«Элем» пултарулӑх ушкӑнне чӑвашсем пысӑк йышпа пурӑнакан тӑрӑхсенче лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӗсем Гафури районӗнчи Белое Озеро станцине‚ Красноусольск поселокне‚ Аургазӑ районӗнчи Треппеле‚ Архангельск районӗнчи Успенское яла‚ Ӗпхӳ районӗнчи Авдон тата Юматово поселокӗсене концертсемпе тухнӑ.

Уявра лайӑх вӗренекенсене‚ спортпа туслисене‚ хӑйпултарулӑх ушкӑнӗсене ҫӳрекенсене ПР Чӑваш культура пӗрлӗхӗ ятӗнчен парнесемпе хавхалантарчӗҫ. Ҫавӑн пекех вырсарни шкулӗ те Хисеп хучӗсем пачӗ. Ӑна В.Терентьева‚ М.Семенова‚ Т.Корнеева‚ С.Сайдякова‚ И.Николаева‚ Д.Кузьмина‚ С.Попова‚ А.Леонтьева‚ А.Никитин‚ Д.Герасимов‚ К.Ломоносов тивӗҫрӗҫ. Ырӑ хыпарсем тата пулчӗҫ. Сӑмахран‚ ПР чӑвашӗсен Канаш ӗҫтӑвкомӗ Т.Корнеевана Чӑваш Республикинчи «Кӗрен парӑс» лагере путевка панишӗн тата А.Савельева музыка вӗрентекенӗ Ӗпхӳ искусство шкулне пӗтернишӗн пухӑннисем чун-чӗререн савӑнчӗҫ.

 

Ю.Михайлов

#Пушкӑртстан, #Ӗпхӳ, #уявсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=833
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем