Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Гуманитари институтӗнче ҫӗнӗ директор

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.06.2010 20:33 | 2047 хут пӑхнӑ
Гуманитари институчӗ
Гуманитари институчӗ

Виҫӗ уйӑх ытла пуҫлӑхсӑр пурӑннӑ институтра тинех ҫӗнӗ директора лартнӑ — ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑл вырӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи Исаев Юрий Николаевич йышӑнать.

Малтан, Григорьев Валерий Сергеевич (истори ӑслӑлӑхӗн тухтӑрӗ) кайсан пуҫлӑх вырӑнӗ пушаннӑ хыҫҫӑн, директор ӗҫне Харитонова Валентина Григорьевна туса пынӑччӗ.

Юрий Николаевич маларах Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ертсе пырӗ.

 

Юрий Николаевич Патӑрьелсем, Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1969 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1986 ҫулта ялти шкулта ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗнӗ. 1989 ҫулта ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ. 2002 ҫулта «Чувашские эмотивные антропосемизмы и их синонимические ряды (пейоративное семантическое поле «человек»)» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.

 

Институт сайчӗ

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Нӑрваш Шӑхаль, #Патӑрьел районӗ, #ЧПГӐИ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

 

Комментари:

Victor // 3031.88.3903
2010.06.08 20:43
Victor
ку çынран иртнипе танлаштарсан сăтăрĕнчен ытла усси нумайтарах пулинччĕ - çак тискеркке çурта кĕвĕçÿпе курайманлăха чарса çĕнĕ сывлăш кĕтĕрччĕ.
Андрей Михайлов // 4283.27.2779
2010.06.09 11:44
Чăвашăн кĕвĕç туйăм вăйлă. Ăна пирĕн чакармалла!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем