Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ Кӗтне шывӗ хӗрринче, Тутарстан чикки ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ял ҫыннисем Мӑнкунран тӑххӑрмӗш эрнекунӗнче «Теветей» ял уявне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫӗртмен 4-мӗшне лекрӗ. Уяв умӗн «Иванов» КФХ ӗҫченӗсем ял урамӗсене илем кӗртме те ӗлкӗрчӗҫ.
Уяв Кӗтне хӗрринче вырнаҫнӑ часовнӑра иртрӗ. 11 сехетре пуҫланчӗ. Чи малтан ака-суха ӗҫӗсене пӗтӗмлетрӗҫ, ӗҫре маттурлӑх кӑтартнӑ ял ӗҫченӗсене тата ялти хастарсене чысларӗҫ. Ял халӑхӗ спорт вӑййисенче ӑмӑртрӗ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнчӗ. Ятарласа чӗнсе илнӗ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, хӑйсен сассипе уява илем кӗртрӗҫ. Уяв Хӗрлӗҫыр ял клубӗнче ирттернӗ дискотекӑпа вӗҫленчӗ.
Уява халалласа ҫак кун ял ҫыннисемшӗн тепӗр савӑнӑҫлӑ самант пулчӗ — Вӑрмар районӗнчи чи аякра вырнаҫнӑ яла транспорт маршручӗ уҫӑлчӗ.